Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
5 Мартӑн 2021, 15:55

3‚2 млн турист йышăнма хатĕрленеççĕ

Çак кунсенче иртнĕ Туризм енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн коллеги ларăвĕнче 2021 çулта Пушкăртстанра 3‚2 млн туриста йышăнма палăртаççĕ тесе пĕлтернĕ.

Çак кунсенче иртнĕ Туризм енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн коллеги ларăвĕнче 2021 çулта Пушкăртстанра 3‚2 млн туриста йышăнма палăртаççĕ тесе пĕлтернĕ.
- Пирĕн тĕллев - шалти туризма аталантаракан мероприятисем йĕркелесси‚ туризм потенциалне мала кăларма стратегисем палăртасси‚ - тенĕ комитет председателĕ Эльмира Туканова.
Коллеги шайĕнче Раççейри TUI тата ПР Туризма аталантаракан центр туроператорсем хушшинче 2021-2022 çулсенче регионта туризма аталантарассипе çыхăннă мероприятисен планне алă пусса çирĕплетнĕ. Вĕсем документпа килĕшÿллĕн регионти туризм потенциалне тата компанисен турист продукчĕсене мала кăларма тăрăшĕç‚ пĕр-пĕрин опычĕпе паллашĕç‚ эксперт хаклавне парĕç‚ тĕрлĕ мероприятисем ирттерĕç.
Раççейри TUI туроператор шутланă тăрăх‚ Пушкăртстан Республикинче туризма аталантарма майсем çителĕклĕ. Туристсене вырăнти культура та‚ халăх йăли-йĕркисем те‚ çут çанталăк илемĕ те илĕртмелле.
Республикăра федераллă туроператорпа ĕçлеме пуçланă хыççăн чартерлă самолет вĕçевĕ йĕркелессе шанаççĕ. Власть органĕсем тата регионти туризм бизнесĕ хăйсен енчен çак ĕçе пурнăçлама пулăшу парасса шантараççĕ тенĕ ПР Правительствинче.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: