Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
5 Мартӑн 2021, 17:09

Апат-çимĕç таварĕ йÿнелнипе пĕрле ытларах хакланать

Статистика ĕçченĕсем Пушкăртстанра социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç таварĕсем каллех хакланнине çирĕплетеççĕ.

Статистика ĕçченĕсем Пушкăртстанра социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç таварĕсем каллех хакланнине çирĕплетеççĕ.
Пуринчен ытла эрне хушшинче шурă пуçлă купăста хакĕ ÿсни палăрать – 4,1 процента. Хальхи вăхăтра унăн пĕр килограмĕ вăтамран 20 тенкĕ тăрать. Пуçлă сухан та хăйĕн йÿççине систерет, 3,7% хаклăланнă, килограмне 28 тенкĕпе туянма пулать. Хаксем ÿсессипе виççĕмĕш вырăнта маргарин тата пĕчĕк ачасем валли хатĕрленĕ пахча çимĕç консервисем тăраççĕ – 2,9 тата 2,7 процент. Пĕр килограмм маргаринăн вăтам хакĕ 140 тенкĕпе танлашать пулсан, ачасен консерви 485 тенке çитет.
Хакланнă апат-çимĕс шутне чăх, сысна тата ĕне какайĕ, çĕр улми, кишĕр, помидор, ачасем валли хатĕрленĕ аш-какай тата çырла-панулми консервисем, пĕçернĕ кăлпасси, тăвар, çăмарта,шоколад канфечĕ, услам çу, тăпăрчă, пастерилизациленĕ сĕт, сахăр, сосиски, сардельки, ачасен типĕ сĕт хутăшĕ, макарон кĕреççĕ. Эрне хушшинче вĕсен хакĕ 0,1 -2,2 процент ÿснĕ.
Çав вăхăтрах чĕрĕ хăяр хакĕ чакнă – 5,5 процент, пĕр килограмĕ 169 тенкĕ тăрать. Пан улми 2,2% йÿнелнĕ, килограмĕ - 91 тенкĕ. Карамель 1,9 процент чакнă, пĕр килограмĕ 207 тенке çитет.
Йÿнелнĕ апат-çимĕç йышĕнче – хĕвел çавранăш çăвĕ, сурăх какайĕ, сырсем, хăйма, рис, çурма тĕтĕмленĕ тата пĕçерсе тĕтĕмленĕ кăлпасси, вермишель, çăнăх, шăнтнă пулă, печени, вирпе хуратул кĕрписем, чей. Вĕсен хакĕ 0,2% пуçласа 1,4 çити чакнă.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: