Пур хыпар та
Новости
5 Мартӑн 2021, 16:45

Чугун çул çинчи инкекре икĕ çын вилнĕ

Паян, март уйăхĕн 5-мĕшĕнче, ирхине Архангельски районĕнче çул-йĕр çинчи инкеке пула икĕ çын вилнĕ. Перегон – Уралçум – Карламан çулăн 22-мĕш çухрăмĕнче, чугун çул урлă каçмалли вырăнта, «Лада Калина» автомобиль тата пассажирсене турттаракан 7737 № «Инзер – Çтерлĕ» маршрутпа çÿрекен электричка çапăннă.

ПР Çул-йĕр çинчи хăршсăрлăх патшалăх инспекцин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, çăмăл автомобиль водителĕн тата пассажирĕн чĕрисем вырăнтах тапма чарăннă. Телее, «Лада Калина» çинчи тепĕр çын сывă юлнă. Ăна йывăр сурансемпе больницăна ăсатнă.
Инкек пулнă вырăнта васкавлă пулăшу службисем ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра чугун çулпа поездсемпе электричкăсем çÿрессине хута янă.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: