Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
5 Мартӑн 2021, 01:10

Кăçал Пушкăртстанри лесниксем 3 тонна йĕкел хатĕрлĕç

2021 çулта республикăри лесниксем 3 тонна йĕкел тата вăрлăх пухма палăртаççĕ. Иртнĕ çул вăрман хуçалăх предприятийĕсем лăсăллă тата çулçăллă йывăçсен вăррине 2,3 тонна хатĕрленĕ (планпа 1,7 тонна пулнă). Çав шута 612 кг - чăрăш, 1030 кг - хыр, 500 кг юман тата ытти йывăçсен вăррисем кĕреççĕ. Пелепей, Зилаир, Салават, Çтерлĕ вăрман хуçалăхĕсем лăсăллă йывăç вăрри пухассипе малта пыраççĕ тесе пĕлтернĕ ПР Вăрман хуçалăх министерствин коллеги ларăвĕнче.

Хатĕрленĕ вăрлăхăн сорт пахалăхне пĕлме тата акма юрăхлă пулнипе пулманнине палăртма «Рослесозащита» федераллă бюджет учрежденин Пушкăртстанри филиалĕнче экспертиза ирттереççĕ. Вăрлăха акнă чухне питомниксенче лăсăллă йывăçсен вăррисене районсем тăрăх хатĕрлени çине уйрăм тимлĕх уйăраççĕ. Вăрмансене çĕнетмелли ĕçсене туса ирттерме республикăра 68 вăрман питомникĕ ĕçлет. Унсăр пуçне лартмалли материалсем çителĕкле те шанчăклă пултăр тесе 11 теплица тытаççĕ.
- Кашни çул республикăра 50-ран пуçласа 60 миллиона çити хуçалахăхра хаклă йышши йывăç хунавĕ çитентĕреççĕ. Вĕсен шутне хыр, чăрăш, лиственница, хурăн, тирек, каврăç тата ытти йывăçсем кĕреççĕ. 2020 çулта регионти вăрман хуçалăхĕ Челябинск, Свердловск облаçĕсене, Пермь крайне 6 млн хунав сутнă. Çавăн пекех ял-хуласене ешĕл сăн кĕртме 2020 çулта питомниксенче пысăкрах йывăçсем çитĕнтерессине 50 пин тĕплĕх ытларах никĕс хывнă. Хальхи вăхăтра вăрмансене çĕнетмелли ĕçсем туса ирттерме запасра 53 млн хунав пур. Вĕсенчен 30 млн тĕпне кăçалхи çуркуннех лартма юрать,- пĕлтернĕ «Вăрмансене сыхлани» регионти проектăн администраторĕ - патшалăх вăрман реестрĕн вăрмансемпе усă курасси тата вĕсене çĕнетесси енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Альберт Закиров.
Унăн сăмахĕ тăрăх, вăрмансене çĕнетессипе Белорецк, Баймак, Караидель, Бурзян, Зилаир районĕсенче кăтартусем чи лайăххисем шутланаççĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: