Урал сасси
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
5 Мартӑн 2021, 16:00

Праçник тĕлне 2 пин ытла тюльпан ÿстернĕ

Март уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне Çтерлĕ хулинче вырнаçнă 6№ колони-поселени 2 пин ытла тюльпан çитĕнтернĕ тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри федераллă наказани пурнăçлавĕн управленин пресс-службинче.

Март уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне Çтерлĕ хулинче вырнаçнă 6№ колони-поселени 2 пин ытла тюльпан çитĕнтернĕ тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри федераллă наказани пурнăçлавĕн управленин пресс-службинче.
Асăннă колонин теплица лапамĕ чечек калчисем ÿстерет. Январь уйăхĕнче учреждени сакăр тĕрлĕ тюльпан суханĕ (белый принц‚ красный освард‚ каламбус тата ытти те) лартнă. Вĕсем ÿснĕ чухне температура режимне пăхăннă. Чечек папки тухиччен калчасене +6+8 градус шайĕнче тытнă‚ папкисем тухсан теплицăри ăшша +10+12 градуса çитернĕ.
Чечексене Анастасия Казакова судпа айăпланă хĕрарăм ÿстернĕ. Çак ĕç унăн кăмăлне кайнă.
- Мана чечексем çитĕнтерме‚ вĕсем кашни кун ÿснине сăнама питĕ килĕшрĕ. Çакăн йышши ĕçе эпĕ пирвайхи хут хутшăнатăп. Ĕç мана кăмăл-сипет енчен киленĕç парнелерĕ‚ кăмăла çĕклерĕ. Март уйăхĕн 8-мĕшĕнче кашни пике илемлĕ те çепĕç тюльпан çыххине илме тивĕçессе шанатăп‚ - шалти туйăмĕсене уçса панă Анастасия.
Паянхи кун тĕлне чечексене каснă‚ хутпа чĕркенĕ.
Пĕтĕмĕшле теплицăра 27 тĕрлĕ чечек ÿстереççĕ. Чи анлă сарăлни петуни шутланать. Унсăр пуçне ландшафт дизайнĕ валли аллисум‚ агератум‚ бархатцы‚ вербена‚ львиный зев‚ портулак ‚ сальви тата цинерари усă кураççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: