Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
6 Мартӑн 2021, 17:55

Хăтаруçăсем йытă çурисене çăлнă

Ĕпхÿ хулинчи хăтаруçăсенчен пĕр хĕрарăм пулăшу ыйтнă. Вăл каланă тăрăх‚ Яровая урамĕнче çумăр-юр шывĕ юхса анакан вырăна такам-тăр хутаçпа йытă çурисем пăрахнă. Пĕчĕк чĕр чунсене шыв юхăмĕ решетке хыçне юхтарса антарнă. Çамрăк аннесемпе ачасем урамра уçăлса çÿренĕ вăхăтра вĕсен йынăшакан сассисене илтнĕ. Анчах хăйсем тĕллĕн йытă çурисене пулăшу парайман.

Вырăна Ĕпхÿ хулинчи Граждансене хÿтĕлев паракан управленин шыравпа хăтару отрячĕн ĕçченĕсем килсе çитнĕ. Хăтаруçăсем темиçе нăйкăшакан çурана мăйкăчпа усă курса кăларнă. Анчах хăш-пĕрисене шыв аякка юхтарса кайнă. Çавăнпа специалистсем решеткене тăпăлтарса вырăнĕнчен куçарнă. Хăтаруçăсенчен пĕри вара шалта юлнă йытă çурисене кăларнă.
Йĕпеннĕ тата шăннă çурасене заявлени çырнă хĕрарăма панă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: