Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
6 Мартӑн 2021, 16:50

Муниципалитет пуçлăхĕсем хĕрарăмсен ячĕпе юрăсем шăрантарнă

Белорецк район тата Çтерлĕ хула администрацисен пуçлăхĕсем хĕрарăмсене Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламланă май хăйсем гитара каласа юрă парнеленĕ. Белорецк район администрацин пуçлăхĕ Андрей Иванюта Леонид Дербиневпа Максим Дунаевскийĕн «Все пройдет» юррине уяв концертĕнче сцена çинчен юрласа панă.

- Эпĕ сирĕн валли юрă шăрантарса пăхма хăтланса пăхасшăн,- тенĕ вăл алла гитара тытса сцена тухнă чухне. Чăн та, залра ларакансен сăн питне пăхсан унăн пуçарăвĕ ăнăçлă пулса тухнине курма пулнă.
Çтерлĕ хула администраци пуçлăхĕ Владимир Куликов вара социаллă сетьре хăй Владимир Осмоловăн «Этот танец с тобой» романса юрланă видеосюжета вырнаçтарнă. Ăна та куракансем хапăл туса йышăннă.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: