Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
6 Мартӑн 2021, 17:40

Çтерлĕре çулсем юсама тытăннă

Март уйăхĕн 5-мĕшĕнчен Çтерлĕ хулинче «Хăрушсăрлăхлă тата паха автомобиль çулĕсем» наци проекчĕ витĕмĕпе çул-йĕр ĕçĕсем пуçланнă. Пушкăртстанри Транспорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ уйрăм тротуарсен лапамĕсемпе çуран çÿрекенсен çулĕсене юсани хулашăн çĕнĕлĕх вырăнне пулĕ. Халĕ подрядчиксем светофорсем вырнаçтарĕç.

Пĕтĕмĕшле кăçал пилĕк çĕнĕ светофор вырнаçтарса лартма тата çичĕ киввине улăштарма палăртаççĕ. Унсăр пуçне 970 метр çуран çÿрекенсен çулне карта тытса уйăрмалла.
Урамсене илес пулсан‚ 2021 çулта Çтерлĕ хулинче 12 çухрăма яхăн çула юсама палăртаççĕ.
Иртнĕ çул хулара 15‚5 çухрăм çула 13 лапамра юсанă‚ 11 светофор тата 248 çул-йĕр палли вырнаçтарнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: