Сăмах май каласан, Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕнче те çакăн евĕр акци иртнĕ. Ун чухне хурçă утсене илемлĕ вырнаçтарса «çирĕм виççĕ» цифра çырнă пулнă. Ахăртех, хальхинче акцие йĕркелекенсем çак мероприятие ирттернĕ май, чипер пикесене те тивĕçлĕ тимлĕх уйăрас тенĕ пулмалла.