Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
7 Мартӑн 2021, 18:05

Треппелсем çăм нимине пухăннă

Паянхи пурнăçра техника çĕнĕлĕхĕсем анлă сарăлнă пулсан та çын кун-çулĕнче ăруран ăрăва куçса пынă халăх йăли-йĕркисем хăйсен пысăк пĕлтерĕшне çухатман. Мĕншĕн тесен тăван халăх йăли-йĕркисем халăх астăвăмĕ шутланаççĕ. Çакă вара пире ытти халăхсенчен уйăрса тăрать‚ вăхăтпа ăру çыхăнăвне тата кăмăл-сипет пулăшăвне‚ пурнăç тĕревне туйса илме пулăшать.

Чăвашсен ĕç уявĕн ырă йăлисенчен пĕри ниме шутланать. Ниме - пысăк та йывăр ĕç тунă чух пĕр ял çыннисем ушкăнпа пулăшу пани. Унăн йăлин истори тымарĕ тарăн пулин те чăвашсем ăна темиçе пин çул хушши упраса пирĕн пата çитернĕ. Çак йăла пирĕн халăха пулăшнă‚ упранă. Ял çыннин пурнăçĕнче хуçалăхри пĕр-пĕр ĕçе пурнăçлама ушкăн пулăшни кирлĕ. Сăмахран‚ вăрман касмалла-и‚ çурт хăпартмалла-и е тăкăнса тăракан тухăçа вăхăтлă пуçтарса илмелле-и...Шăпах çакăн пек самантра ниме йĕркеленĕ те. Паянхи кун та ял çыннисем йывăр ĕçе çак ырă йăлана тĕпе хурса пунăçлаççĕ. Нимене арçынсем кăна мар‚ хĕрарăмсем те пухăннă. Вĕсем çуртри ĕçсене ушкăнпа пурнăçланă.
Асăннă йăла-йĕрке паянхи кун та сывă пулнине‚ хăйĕн пĕлтерĕшне çухатманнине Авăркас тăрăхĕнчи треппелсем те çирĕплетсе панă. Март уйăхĕн 2-мĕшĕнче Треппел ялĕнчи культура çурчĕпе вулавăш ĕçченĕсем çăм ними йĕркеленĕ. Унта вырăнти «Пилеш» фольклор коллективĕн пайташĕсем‚ ял хĕрарăмĕсем килсе çитнĕ. Пĕрисем сурăх çăмне ятарлă щеткăпа туранă‚ теприсем арланă. Виççĕмĕшсем вара çиппе пĕтĕрнĕ. Паллах‚ нимере чăлха çыхакан та пулнă. Хĕрарăмсем пĕр вăхăт ĕçлесен‚ алăсене‚ куçа кантармалла пурте пĕрле техĕмлĕ чей ĕçсе киленнĕ‚ çамрăклăха аса илнĕ. Чăвашсен ĕç вăхăтĕнчи кану саманчĕсем кĕвĕ çемĕсĕр иртменни пуриншĕн те паллă. Треппелсем те çакна асра тытса ĕлĕкхи чăваш юррисене шăрантарнă‚ ташшисене ташланă. Клубра ăшă та кăмăллă лару-тăру пулнă пирки нимеçĕсем вăхăт шунини те сисмен‚ ывăннине те туйман. Мероприяти вĕçленсен те килĕсене саланма васкаман.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: