Паян, март уйăхĕн 8-мĕшĕнче, ирхине çут çанталăк условийĕсене пула М5 «Урал» федераллă авто çул тăрăх Эрĕнпур облаçĕнче, Тутарстан тата Пушкăртстан республикисенче автотранспортсене вăхăтлăха çÿреме чарнă пулнă. Чару мери Северное, Александровка ялĕсемпе Октябрьский хули çывăхĕнчи çул татăкне пырса тивнĕ.