Республика пуçлăхĕ Радий Хабиров социаллă сетьсем урлă мĕнпур хĕрарăмсене мартăн 8-мĕшĕн уявĕ ячĕпе саламланă. Хăйĕн мăшăрĕпе çак канмалли кунсенче хула тулашне тухса тунă сăн ÿкерчĕк айĕнче кĕскен çапла çырнă: «Пирĕн юратнă çынсем, тепĕр хут сире уяв ячĕпе!»
Аса илтеретпĕр, çак канмалли кунсенче Пушкăртстан пуçлăхĕ мăшăрĕпе турист пулса республика тăрăх çулçÿревре пулнă. Радий Хабиров пĕлтернĕ тăрăх, çапла майпа вăл Пушкăртстанри çемье канмалли куна мĕнле ирттерме пултарнине тĕрĕслеме шут тытнă.
«Паян эпĕ Пушкăртстан пуçлăхĕ мар, ахаль турист çеç - эпир мăшăрпа ун çинче каласа парăпăр. Манăн вăрттăн пурнăçлакан тĕллев те пур – республикăра туризмпа çыхăннă ĕçсене малалла аталантарасси. Вĕсем питĕ нумай, вĕçĕ-хĕрри те çук. Пире, Карина Хабировапа пĕрле, республикăра канмалли куна çемье мĕнле йĕркеленине пĕлме питĕ интереслĕ. Эпир Пушкăртстан тăрăх уçăлса çÿретпĕр»,- палăртнă Радий Хабиров.