Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
9 Мартӑн 2021, 15:53

Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен çĕнĕлĕхĕсем

Паян Пушкăртстан Правительствинче ПР вĕрентÿпе наука министрĕ Айбулат Хажин пĕрлĕхлĕ экзаменсен йĕрки кăçал епле пуласси çинчен ăнлантарса панă.

Паян Пушкăртстан Правительствинче ПР вĕрентÿпе наука министрĕ Айбулат Хажин пĕрлĕхлĕ экзаменсен йĕрки кăçал епле пуласси çинчен ăнлантарса панă.
Унăн сăмахĕсем тăрăх, 11 класс вĕренсе пĕтерекенсемшĕн срокчен иртекен экзаменсене пăрахăçланă.
Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕрекенсем çеç тытаççĕ. Вĕсем май уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа июль уйăхĕн 2-мĕшĕччен пыраççĕ.
Математикăпа база шайĕнчи пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ пулмĕ. Вузсене кĕме палăртман выпускниксем пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ илнине çирĕплетекен аттестата илнĕ чух математикăпа тата вырăс чĕлхипе экзамен тытĕç. Пĕтĕмлетÿ (итоговый) сочинени, изложени иртмелли вăхăта декабрь уйăхĕн 2-мĕшĕнчен апрель уйăхĕн 15-мĕшне куçарнă. Хушма вăхăтне 2021 çулхи май уйăхне палăртнă.
Тата тепĕр çĕнĕлĕх – 11 класс пĕтерекенсем информатикăпа пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне тытнă чух пуçласа компьютерпа усă курĕç. Ытти çулсенче ăна хут çинче панă.
Читайте нас: