Новости
9 Мартӑн 2021, 14:10

Пушкăртстан выльăх-чĕрлĕх апатне Европăна ăсатассине ÿстерет

Регионти Ял хуçалăх министерствинче Пушкăртстан выльăх-чĕрлĕх апатне Европăна кăларассине ÿстерни çинчен пĕлтернĕ.

Регионти Ял хуçалăх министерствинче Пушкăртстан выльăх-чĕрлĕх апатне Европăна кăларассине ÿстерни çинчен пĕлтернĕ.
- Пĕтĕмĕшле илсен Чишмари çупа экстракт завочĕ тата Кумертаури «Элеватор» хĕсĕк яваплăхлă пĕрлĕх (ООО) Латвипе Литван тинĕс порчĕсене 22 пин тонна ытла ÿсен-тăрантан тунă хушма выльăх апатне çитернĕ. Балти тăрăхĕнчи çĕршывсенчен çу каяшне (жмых, шрот) Европăри пысăк çĕршывсене ăсатĕç, - ăнлантарса панă Пушкăрстанри Ял хуçалăх министерствинче.
Уйрăммăн илсен, Германире, Бельгире, Нидерландинче тата ытти Евросоюза кĕрекен çĕршывсенче республикăра тунă жмыхпа тата шротпа сыснасене, мăйракаллă шултра выльăха, чăх-чĕпе, пулăсене çитерме усă кураççĕ. Асăннă çимĕçсем хутăштарнă (комбинированный) вылăх апатне хатĕрленĕ чух питĕ кирлĕ компонентсем шутланаççĕ.
Оперативлă даннăйсем тăрăх, республикăри ял хуçалăх комплексĕ тăвакан чикĕ леш енне кăларнă продукцийĕн калăпăшĕ 165,4 миллион доллартан иртнĕ. Экспорта кăларакан тавар шутне ытларах çу продукцийĕ кĕрет, вăл пĕтĕм калăпăшăн 56% шутланать.
Читайте нас