Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
9 Мартӑн 2021, 12:20

Пысăк мар калăпăшлă взяткăсене камсем илеççĕ-ха?

Раççейре вак взяткăсене чылайрах полицейскисем, уголовлă ĕç тăвакан системăри çынсем тата вĕрентекенсем илеççĕ тесе пĕлтернĕ РФ Генпрокуратурăн коррупцие хирĕç тăракан саккун пурнăçа кĕнине тĕрĕслесе тăракан управлени пуçлăхĕ Виктор Балдин.

Вăл каланă тăрăх, ку енпе ытларах полицейскисем преступлени тăваççĕ. Йĕркене пăснишĕн явап тытас мар тесе Раççей çыннисем вĕсене укçа параççĕ.
- Экзаменсем вăхăтĕнче лайăх паллăшăн педагогсем взяткăсем илеççĕ. Айăплава пурнăçа кĕртекен федераллă служба (ФСИН) ĕçченĕсем тĕрмери çынсем валли çăмăллăхлă условисем тунăшăн тата йĕркене пăсса юраман япаласене илсе кĕнĕшĕн укçа ыйтаççĕ.
Раççей Уголовлă кодексĕнче «Вак взятка» çинчен пĕлтерекен 291.2 статья пур. Ун калăпашĕ 10 пин тенкĕрен ытла пулмалла мар. Çак йышши преступленишĕн пĕр çула яхăн ирĕксĕр хăварма пултараççĕ. Асăннă статьян иккĕмĕш пайĕ взятка илекен пĕрре мар айăпа лекнĕ пулсан виçĕ çул таран ирĕксĕр юлма пултарать тесе çирĕплетет.
Читайте нас: