Пур хыпар та
Новости
10 Мартӑн 2021, 17:40

COVID-19 вакцинăн пĕрремĕш компонентне 100 пин ытла çынна тунă

Пушкăртстанра COVID-19 вакцинăн пĕрремĕш компонентне 100 пин ытла çынна тунă, иккĕмĕшне – 45 пин ытла çынна. Çак кăтартусене март уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне республикăри Сывлăх сыхлав министерстви илсе кăтартать.

Пурĕ Пушкăртстанра пурăнакансем валли кăшăлвирусран хăтаракан вакцинăн 122,6 пин дозине çитернĕ. Паянхи кун регионта 128 вакцинаци пункчĕ ĕçлет. Çав шутра куçса çÿрекеннисем те. Çак эрнере республикăна вакцинăн черетлĕ партийĕ килсе çитмелле. Кăшт маларах регион пуçлăхĕ Радий Хабиров 65 çулти тата аслăрах çынсене ытларах вакцинаци тумалли çинчен пĕлтернĕччĕ.
Читайте нас