Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераллă наказани пурнăçлавĕн управлени ыйтнипе мобильлĕ операторсем тĕрмесенче кĕсье телефонĕн çыхăнăвне чарасси çинчен калакан саккуна алă пуснă. Асăннă документа право информацин официаллă интернет-порталĕнче пичетлесе кăларнă.
Саккунпа килĕшÿллĕн операторсем следстви изоляторĕсенче тата юсанмалли учрежденисенчи айăпа кĕнĕ çынсен телефон çыхăнăвне чарса лартмалла. Телефон çыхăнăвне ФСИН пуçлăхĕ тата унăн çумĕ е ФСИН территори органĕн ертÿçи алă пуснă çырăвне шута илсе чармалла.
2020 çулхи ноябрь уйăхĕнче Александр Хинштейн РФ Патшалăх Думин депутачĕ тĕрмесенче кĕсье телефонĕн çыхăнăвне чарса лартма палăртасси çинчен пĕлтернĕ. Кăçалхи январь уйăхĕнче Василий Пискарев тата Павел Крашенинников депутатсем саккун проектне Патшалăх Думине тăратнă.
ТАСС пĕлтернĕ тăрăх‚ 2018 çулта çÿлерех асăннă учрежденисенчен 56 пин ытла кĕсье телефонĕ туртса илнĕ. Режимлă территорисене телефон илсе кĕме хăтланнă 5 пин çынна ярса тытнă.
Саккун авторĕсем айăпа кĕнисем кĕсье телефонĕпе ултавлă ĕçсем тума‚ вăл е ку преступлениллĕ ĕçпе çыхăннă свидетельсене хĕсĕрлеме пултарнине палăртнă.