Март уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне хĕллехи вăхăтра тăрăллă ăшă объектсенче 172,5 пин тонна пахча çимĕç туса илнĕ. Çакă вăл 2020 çулхи çав вăхăтрине пăхсан 28,6% нумайрах. Теплицăра çитĕнтернĕ хăяр тухăçĕ - 106,5 пин тоннăпа (+12,9%), помидор 64,7 пин тоннăпа (+70,4%) танлашнă.
Пушкăртстан хĕллехи вăхăтра пахча çимĕç ÿстерессипе Липецк, Мускав, Волгоград, Калуга, Новосибирск облаçĕсемпе, Ставропольпе Краснодар крайĕсемпе, Карачаево-Черкесси тата Тутарстан республикисемпе пĕрле малти вунă лидер шутне кĕрет.
Республикăра, малтанхи пĕтĕмлетÿсем тунă май, 2021 çулхи март уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсем (кил-çуртри уйрăм хуçалăхсене шута илмесĕр) хĕллехи теплицăсенче 4544 тонна çимĕç çитĕнтернĕ, иртнĕ çулхи кăтартусенчен 833 тонна ытларах. Çак пахча çимĕçĕн ытларах пайĕ хăяр культурипе тÿр килет, вăл - 3653 тонна. Помидор 805 тонна пухса илнĕ тесе пĕлтернĕ Пушкăртстан Ял хуçалăх министерствин пресс-службинче.
Раççей Ял хуçалăх министерствин прогнозĕ тăрăх, хĕллехи теплицăсенче 2021 çулта çĕр ĕçченĕсем 1,45 млн тонна ешĕл çимĕç çитĕнтермелле, иртнĕ çулхи кăтартусенчен 7,6 % ытларах пулмалла.
Юрий МИХАЙЛОВ.