Татăшлă районĕн команди «Трактор биатлонĕ» ăмăртура IV вырăн çĕнсе илнĕ. Асăннă ăмăрту Удмурти Республикинче иртнĕ. «Урожай» ял хуçалăх производство кооперативĕнчен килсе çитнĕ Илсур Зайдуллин хăна командисен представителĕсен хушшинче чи вăйли пулса тăнă. Парнеллĕ вырăнсене вара ăмăрту хуçисем тивĕçнĕ. Кÿршĕ республикăра çуралнă вăйăсем Раççей регионĕсенчи аграрисем хушшинче анлă сарăлма тытăннине палăртса хăвармалла.
Кăçал МТЗ-82 тракторпа çÿреме пĕлнине кăтартса пама пилĕк регион представителĕсем (Ростовпа Свердловск облаçĕсем‚ Пермь крайĕ‚ Тутарстанпа Пушкăртстан республикисем) килсе çитнĕ.
Беларусь Республики ытларах конкурсант тăратнă. Вĕсен делегацийĕ 12 çынран тăнă. Вĕсен шутĕнче «Минскри трактор завочĕ» ОАО испытатель водителĕсем те пулнă.