Пур хыпар та
Новости
11 Мартӑн 2021, 16:25

Çул-йĕр инкекĕ кинемей пурнăçне татнă

Март уйăхĕн 10-мĕшĕнче Пелепей тăрăхĕнчи Пелепей-Аксаково-Аксеново автоçулăн 23 çухрăмĕнче вилĕмпе вĕçленнĕ авари пулса иртнĕ.

Март уйăхĕн 10-мĕшĕнче Пелепей тăрăхĕнчи Пелепей-Аксаково-Аксеново автоçулăн 23 çухрăмĕнче вилĕмпе вĕçленнĕ авари пулса иртнĕ. ГИБДД даннăйĕсем тăрăх‚ Пелепей хулинче пурăнакан 31 çулхи арçын‚ «ГАЗ» çăк турттармалли фургон рульне тытса пынăскер‚ 62 çулхи хĕрарăма çапса хăварнă. Иккĕмĕшĕ юраман вырăнтан çул урлă каçнă.
Çул-йĕр инкекĕнче кинемей вăйлă суранланнă. Ăна больницăна илсе çитернĕ. Анчах сывлăхĕ начар пулнипе вăл çав кунхинех сиплев учрежденийĕнче куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.
Полици ĕçченĕсем урампа çул сетьне тĕрĕсленĕ. Унти çитменлĕхсене тупса палăртнă.
Ирида НОВИКОВА
Читайте нас