2021 çулта Пушкăртстанра «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн тĕллевĕсене пурнăçлама 2‚4 млрд тенкĕ уйăрса парĕç. Çав шутра 1‚5 млрд тенки федераллă хыснаран килĕ.
Кăçал республикăра санитари авиацине аталантарма 85 млн тенкĕ уйăрĕç тесе пĕлтернĕ март уйăхĕн 11-мĕшĕнче иртнĕ оперативлă канашлура сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Динара Еникеева. Унсăр пуçне чĕрепе юн тымар системин чирĕсемпе кĕрешес енĕпе регионти сакăр юн тымар центрне тата пирвайхи пулăшу паракан юн тымар уйрăмĕсене çĕнĕ оборудованисемпе тивĕçтерĕç.
Çавăн пекех онкологи чирĕсемпе кĕрешекен пилĕк медицина учреждени валли те çĕнĕ оборудованисем туянĕç.
- «Пушкăртстан Республикинчи сывлăх сыхлавĕн пирвайхи звенине çĕнетесси» регион программи шайĕнче кăçал 3 млрд тенкĕ ытла усă курма палăртатпăр. Паянхи кун тĕлне республикăра пилĕк поликлиника‚ 68 ФАП тата икĕ тухтăр амбулатори хăпартма тытăннă. Унсăр пуçне планра 55 единица медицина оборудованийĕ тата 77 автомобиль транспорчĕ туянасси»‚ – тенĕ Динара Еникеева.