Новости
13 Марта 2021, 11:45

Радий Хабиров Кумертаури вертолет завочĕн цехĕсемпе паллашнă

Паян, март уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров ĕçлĕ çулçÿрев вăхăтĕнче Кумертау хулине çитнĕ. Чăн малтан вăл хулари авиаци предприятин производство цехĕсемпе паллашнă. Завод çĕршывра вертолетсем туса кăларакан «Вертолеты России» АО холдинга кĕрет. Иртнĕ çул вăл 5,4 млрд тенкĕлĕх продукци туса кăларнă, 2019 çулхипе танлаштарсан тавар калăпашĕ 43 % ÿснĕ.

2020 çулта предприяти экспорта яма 16 комплект «500» лапăллă (лопасть) издели, икĕ - Ка-31, икĕ - Ка-32А11ВС, икĕ - Ка-311А11ВС вертолетсем туса калăрнă. Хальхи вăхăтра заводра 2800 çын ĕçлет, вăтам ĕç укçи 33 пинпе танлашать. Регион пуçлăхĕ вертолетсен техника тĕслĕхĕсемпе паллашнă. «КумАПП» АОн директор управляющийĕ Николай Фролов пушар сÿнтермелли Ка-32 вертолетăн çĕнĕ модельне кăтартнă. Унăн бортчĕ çинче çĕнĕ электронлă хатĕрсем тата хăватлăрах двигатель вырнаçтарнă. Пушар сÿнтермелли системăн проектне КумАПП инженерĕсем, ют çĕршыв таварĕсене улăштармалли программăпа килĕшÿллĕн, çырса хатĕрленĕ, кунтах туса кăларнă. Маларах çак системăна ют çĕршывран илсе килнĕ, бака виçĕ тонна шыв вырнаçнă. Халĕ вара 4 тоннăпа танлашать, унсăр пуçне цифрăллă управлени те пур.
Радий Хабиров çĕнетнĕ вертолет вут-çулăмпа тухăçлă кĕрешме тата çитме йывăр вырăнсенче чăрмавсăрусă усă курма май панине палăртнă. Унăн сăмахĕ тăрăх, винтçунатлă (винтокрылая) машина нумай функциллĕ пулмалла. Пушар сÿнтернисĕр пуçне çăлавçăсем унпа вăрманта вут-çулăм алхаснă чухне çынсене эвакуацилеме е çул-йĕр çинчи аварисем вăхăтĕнче аманнă-суранланнă çынсене пулăшу пама пултарĕç.
Çĕнетнĕ Ка-32 вертолета МАКС-2021 авиасалонра «Ростех» патшалăх корпорацин лапамĕнче кăтартĕç.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас