Ĕнер, март уйахĕн 13-мĕшĕнче, Караидель районĕнчи Байки ялĕнчи пушарта çын вилнĕ. 1956 çулта çуралнă арçыннăн ÿтне пушар сÿнтерекенсем тупнă. РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин (МЧС) Пушкăртстанри управленийĕн пресс-служби тепĕр çынна та, 1985 çулта çуралнă арçынна, çăлавçăсен пулăшăвĕ кирлĕ пулнине пĕлтернĕ. Ăна васкавлă пулăшу машинипе Караидель районĕн тĕп больницине ăсатма тÿр килнĕ.
Калинин урамĕнче вут-çулăм тухни çинчен калакан хыпар диспечер пунктне ирхине 6 сехетсенче çитнĕ. Вырăна çийĕнчех инкеклĕ лару-тăру министерствин çăлавçăсен ушкăнне тата васкавлă пулăшу паракан службăсене ăсатнă. Подразделени килсе çитнĕ çĕре пурăнмалли çуртăн тул енне те çулăм хыпса илнĕ.
- Çурт тулашĕнчи вут-çулăма 7 сехет те 5 минутра лăплантарнă. Хĕрлĕ автан алхаснине пула 4 х 9 м. виçеллĕ веранда пĕтĕмĕшле кĕле çавраннă, пĕренерен тунă 6 х 6 метрлă пÿрт те сиенленнĕ. Инкек мĕн сăлтава пула сиксе тухнине уçăмлатаççĕ. Çак тĕллевпе вырăнта МЧС дознавателĕ тата следствипе оперативлă ушкăн ĕçлет,- пĕлтернĕ çÿлерех асăннă ведомствăра.