Аслă типпе Иисус Христос пушă хирте 40 талăк пĕр ĕçмесĕр, çимесĕр пурăннине асра тытса халалланă, вăл чи пĕлтерĕшли шутланать. Унăн тĕллевĕ – Мăнкун уявне хатĕрленесси.
Типĕ пуçланас кун тата унăн вĕçĕ кашни çулах тĕрлĕ килет. Вăл Мăнкун уявне хăш кун уявланипе çыхăннă. Аслă типĕ 48 кун пырать. Типĕ, Мăнкунччен 7 эрне маларах, тунти кун пуçланса аслă уяв умĕн шăмат кун вĕçленет. Кăçал март уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçланса май уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырать.
Аслă типĕ икĕ пайран тăрать – Çветтуй тăватă теçетникрен (малтанхи 6 эрни) тата Асап эрнинчен (юлашки 6 кун). Типĕ вăхăтĕнчи кашни эрнен хăйĕн пĕлтерĕшĕ, ячĕ пур. Христиансем Аслă типĕ йĕркине чунпа тасалас тесе пăхăнаççĕ. Çавăнпа та типпе диетăпа танлаштарма кирлĕ мар. Апла пулсан та Асла типĕ вăхăтĕнче пĕтĕмĕшле апатлану правилисем пур. Асăннă кунсенче выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене: аш-какай, çăмарта, сĕт-çу çиме юрамасть. Кăчăкă праçникĕнче (Вербное воскресенье) тата Çветтуй Турă амăшĕ ырă хыпар сарнă кун (Благовещение Пресвятой Богородицы) пулăран хатĕрленĕ апат çиме юрать. Тата ытти тинĕс продукчĕсене те чару çук.