Урал сасси
+15 °С
Дождь
Новости
15 Марта 2021, 12:20

Ĕçсĕррисен шучĕпе эпир 36-мĕш вырăнта

2020 çулхи ноябрь - 2021 çулхи январь уйăхĕсенчи кăтартусем тăрăх‚ Пушкăртстан ĕçсĕррисен шайĕпе ытти регионсем хушшинче 36-мĕш вырăн йышăннă.

2020 çулхи ноябрь - 2021 çулхи январь уйăхĕсенчи кăтартусем тăрăх‚ Пушкăртстан ĕçсĕррисен шайĕпе ытти регионсем хушшинче 36-мĕш вырăн йышăннă.
Республикăра ĕçсĕррисен шучĕ ÿснĕ‚ вăл 5‚6 процентпа танлашать. Иртнĕ çулхи виççĕмĕш кварталта çынсем вăтамран 5‚9 уйăх хушши ĕç шыранă.
- Кăшăлвирус пандемипе çыхăннă кризис Раççейри ĕç рынокне пысăк витĕм кÿнĕ. Асăннă лару-тăру предприятисем ĕç режимне таврăнсан лайăхланма тытăннă‚ - тенĕ Новости РИА тĕпчевĕнче.
2020 çулхи ноябрь - 2021 çулхи январь уйăхĕсенчи кăтартусемпе килĕшÿллĕн Раççей регионĕсенчи ĕçсĕрлĕх шайĕ ытларах ÿснĕ. Пĕтĕмĕшле илсен вăл 5‚9% танлашнă. Çакă иртнĕ çулхинчен 1‚3 % пысăкрах.
Чи лайăх лару-тăру Ямалпа Ненец тата Ханты-Мансийск ĕç рынокĕнче йĕркеленнĕ. Ингушетипе Чечен тата Тува республикисенче ĕçсĕр юлнисен чи пысăк кăтартăвĕсем палăрнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас