Пур хыпар та
Новости
15 Мартӑн 2021, 17:20

Çурхи ака-суха ĕçĕсем апрель уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçланĕç

Кăçал республикăра ял хуçалăх культурисене акмалли лапамсем 3 млн гектарпа танлашĕç. Çурхи культурăсем валли 2 млн гектар çĕр лаптăкĕ уйăрнă. Кĕрхи культурăсем 418‚4 пин гектар йышăнаççĕ. Çакă иртнĕ çулхи кăтартупа танлаштарсан 60 пин гектар нумайрах. Тĕпчев кăтартăвĕсем тăрăх‚ кĕрхи культурăсен 95% лайăх хĕл каçнă‚ 5%- начар.

Кăçал республикăра ял хуçалăх культурисене акмалли лапамсем 3 млн гектарпа танлашĕç. Çурхи культурăсем валли 2 млн гектар çĕр лаптăкĕ уйăрнă. Кĕрхи культурăсем 418‚4 пин гектар йышăнаççĕ. Çакă иртнĕ çулхи кăтартупа танлаштарсан 60 пин гектар нумайрах. Тĕпчев кăтартăвĕсем тăрăх‚ кĕрхи культурăсен 95% лайăх хĕл каçнă‚ 5%- начар.
2021 çулта Пушкăртстан аграрийĕсем тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсен тухăçне 4‚5 млн тонна (вăтам тухăç - пĕр гектартан 23‚5 центнер) çитерме палăртаççĕ.
Ял хуçалăх министерствин ертÿçи Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ тăрăх‚ Пушкăртстан çурхи ака кампанине хатĕр. Республикăри хуçалăхсем çителĕклĕ техника туяннă. Енчен те çут çанталăк условийĕсем лайăх пулсан‚ техника апрель уйăхĕн 15-мĕшĕнчен уй-хире тухма пултарать. Трактор паркĕпе ятарлă машинăсен хатĕрлĕхĕ 90 процентран иртнĕ.
Ильшат Фазрахманов республикăн 31 районĕнче пĕтĕмĕшле 300 пине яхăн гектар суха туман çĕр лаптăкĕсем пуррине те палăртнă. Çак кăтартусемпе Мишкинпа Бурай тата Белокатай районĕсем малта пыраççĕ.
Çурхи ĕçсем валли кăçал 80 пин тонна минераллă удобрени кирлĕ пулĕ. Март уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне аграрисем 50 пин тонна им-çам хатĕрленĕ. Паянхи кун дизельлĕ топливо запасĕ 10 пин тоннăпа танлашать . Уй-хир ĕçĕсем пуçланнă çĕре топливо запасне 40 пин тонна çитерме палăртаççĕ.
Ака-суха кампани вăхăтĕнче 16‚3 млрд тенкĕ тăкакланĕ. Укçа-тенкĕн тĕп çăлкуçĕ - предприятисен тупăшĕ‚ кĕске вăхăта панă льготăллă кредитсем‚ çавăн пекех патшалăх пулăшăвĕ. Çав вăхăтрах министерство аграрисем удобренипе техника туянма илнĕ парăмсене ĕç йĕркипе татса пама палăртать.
Ял хуçалăх министерстви çумĕнче Уй-хир ĕçĕсене ирттернине тимлекен оперативлă центр хăйĕн ĕçне пуçарса янă. Çывăх вăхăтра республика районĕсенче агрономи конференцийĕсем иртĕç. Пĕрремĕш мероприятине март уйăхĕн 12-мĕшĕнче Çтерлĕпуç районĕнче йĕркеленĕ.
- Эпир 2021 çулхи ака-суха кампанине укçа-тенкĕ енчен çăмăл мар лару-тăрура пуçлăпăр. Çут çанталăк пирĕн енче пуласса шанатпăр. Уй-хир ĕçченĕсене ăнăçу сунатпăр‚ – тенĕ ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас