Пур хыпар та
Новости
16 Мартӑн 2021, 16:50

Ÿсĕр водительсене шеллемĕç

Ÿсĕр пуçпа автомашина çине ларса çула тухнă‚ темиçе хутчен право хуралĕн ĕçченĕсен аллине лекнĕ водительсене виçĕ çула (унччен маларах 2 çула лартнă пулнă) тĕрмене хупĕç.

Ÿсĕр пуçпа автомашина çине ларса çула тухнă‚ темиçе хутчен право хуралĕн ĕçченĕсен аллине лекнĕ водительсене виçĕ çула (унччен маларах 2 çула лартнă пулнă) тĕрмене хупĕç. Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексне кĕртмелли кирлĕ тÿрлетÿсене РФ Шалти ĕçсен министерстви хатĕрленĕ.
Улшăнусене «Административлă явап тытакан çын çул-йĕр правилисене пăсни» 264.1 статьяна кĕртнĕ. Енчен те гражданина унччен маларах çак статьяпа айăпланă пулсан‚ ăна 500 пин тенкĕлĕх штраф пама‚ икĕ çуллăха ĕçпе юсанма йышăнма‚ виçĕ çул хушши ирĕксĕрлесе ĕçлеттерме‚ виçĕ çуллăха тĕрмене лартма пултарĕç.
Халĕ водительсене иккĕмĕш хут ÿсĕр пуçпа руль умне ларсан 100-300 пин тенкĕлĕх штраф параççĕ е икĕ çуллăха ирĕкрен хăтараççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас