Янаул районĕнчи патшалăх çул-йĕр инспекторĕсем авари пулнă çĕре килсе çитнĕ. Март уйăхĕн 16-мĕшĕнче Нефтекамск-Янаул трасса çинче Hyndai Solaris иномаркăпа КамАЗ çапăннă. Иномарка рульне тытса пынă 42 çулхи хĕрарăма тата 29 çулхи пассажира - пĕртăванĕн хĕрне тата унăн çулталăкри пепкине медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулнă. Инкек курнисем тĕрлĕ шайра суранланнă‚ вĕсене çывăхри больницăна илсе çитернĕ.