Новости
17 Марта 2021, 11:55

Ял хуçалăхне аталантаракан çĕнĕ саккун

Пушкăртстан Патшалăх Пухăвĕн депутачĕсем март уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртекен пленарлă ларура «Пушкăртстанра ял хуçалăхне аталантарасси» çинчен калакан республика саккунне улшăнусем кĕртме палăртаççĕ. Документпа килĕшÿллĕн çак сферăра ĕçлекенсен тата патшалăх пулăшăвне тивĕçекенсен шутне ÿстерме‚ ял хуçалăхĕнче ытларах кредитсем пама пулать.

Саккуна йышăнсан пирвайхи ял хуçалăх продукцисене туса кăларассипе‚ вĕсене сутассипе çыхăннă инвестици проекчĕсене пурнăçлакан организацисемпе уйрăм предпринимательсем хушма кредитсем илме пултараççĕ. Çакă патшалăх енчен памалли пулăшу мелĕсене анлăлатать‚ тепĕр енчен –республикăри ял хуçалăх сферине инвесторсемшĕн илĕртÿллĕрех тăвать.
Парламент председателĕ Константин Толкачев палăртнă тăрăх‚ хальхи вăхăтри экономика ларăвне шута илсен сĕннĕ право нормисене йышăнасси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
- Тĕрлĕ отрасльсене аталантарма çĕнĕ майсем тупмалла‚ çав шутра ял хуçалăх сферине те‚ – тенĕ Константин Толкачев. – Асăннă отрасле ытларах ресурссем явăçтармалла‚ пысăк пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсене пурнăçлама кирлĕ пек условисем йĕркелемелле.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас