Пур хыпар та
Новости
18 Мартӑн 2021, 11:25

Пушкăртстанра «Крымри çуркунне» фоточеллендж çула тухнă

Илемлĕ Гурзуф курорт паççулкки ‚ пысăк упа евĕр Аю-даг ту‚ тинĕспе пĕлĕт хушшинче вĕçекен юмахри пек мăнаçлă Чĕкеç йăвин ĕлки‚ Бахчисарайпа Генуэзск крепоçĕсен историйĕ...Крым тесен сирĕн куç умне мĕнле ÿкерчĕк тухса тăрать?

Пушкăртстанра пурăнакансем март уйăхĕн 18-21-мĕшĕсенче #Крымскаявесна фоточелленджа хутшăнма пултараççĕ. Унта хутшăнас тесен Крымри канупа çул çÿрев кунĕсене епле ирттерни çинчен каласа памалла.
«ВКонтакте»‚ «Одноклассники»‚ «instagram», «Facebook» социаллӑ сетьсенче Крымпа çыхăннă сăн ÿкерчĕке вырнаçтармалла. Асăннă эстафетăна 5 юлташăра е çывăх тăвана памалла.
Унсăр пуçне #Крымскаявесна тата #РоссияСевастопольКрым акци хештегĕсемпе усă курмалла.
«Лайксем» ытларах пухнă сăн ÿкерчĕксене «Çамрăксен хаçатĕнче» пичетлесе кăларĕç.
Астутаратпăр‚ март уйăхĕн 18-мĕшĕ - Крым Раççей йышне кĕнĕ кун. Çĕршывăн пур регионĕсенче те çак датăна халалласа «Крымри çуркунне» ятпа мероприятисем иртĕç.
Ирида НОВИКОВА.
#Крымскаявесна
#РоссияСевастопольКрым
Читайте нас