Урал сасси
+30 °С
Облачно
Новости
18 Марта 2021, 06:25

Пушкăртстанра вилекенсен шучĕ ÿссе пырать

Росстат пĕлтернĕ тăрăх‚ Пушкăртстанра вилекен çынсен шучĕ самаях ÿснĕ. Сăмахран‚ январь уйăхĕнче кăна 5‚5 пин çын çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Иртнĕ çулхи январь уйăхĕнчи кăтартупа танлаштарсан‚ 1 133 тĕслĕх нумайрах.

Росстат пĕлтернĕ тăрăх‚ Пушкăртстанра вилекен çынсен шучĕ самаях ÿснĕ. Сăмахран‚ январь уйăхĕнче кăна 5‚5 пин çын çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Иртнĕ çулхи январь уйăхĕнчи кăтартупа танлаштарсан‚ 1 133 тĕслĕх нумайрах.
Ведомство даннăйĕсемпе килĕшÿллĕн официаллă майпа COVID-19-тан республикăра 63 çын вилнĕ. Асăннă инфекци вилĕмĕн тĕп сăлтавĕ шутланамасть. Çапах та вăл вилĕм патне илсе çитерекен ытти чирсене аталантарасси çине витĕм кÿрет.
Вилеслĕх шайĕ чĕрĕ çуралнă ачасем хушшинче ÿснине те палăртса хăвармалла: 2021 çулхи январь уйăхĕнче 32 пепке вилнĕ‚ 2020 çулта – 24 ача.
Регионта малтанхи пекех вилнисен шучĕ çуралнисенчен самаях пысăкрах тытăнса тăрать. Январь уйăхĕнче 2 883 ача çут тĕнчене килнĕ. 2021 çулăн пĕрремĕш уйăхĕнче регионта 2 688 çын чакнă. Иртнĕ çулхи январь уйăхĕпе танлаштарсан 2‚4 хут ÿснĕ.
Кăçалхи январь уйăхĕнче 1 234 мăшăр çемье çавăрнă. Иртнĕ çулхине регионта 147 туй ытларах кĕрленĕ.
Кăçал республикăра 1 101 мăшăр уйрăлнине регистрациленĕ. 2020 çулта уйрăлнине çирĕплетекен актсен шучĕ 1 337 пулнă.
Унччен маларах «Башинформ» пĕлтернĕ тăрăх, вилекенсен пĕтĕмӗшле кӑтартӑвӗпе республика РФ регионĕсем хушшинче 39-мӗш вырӑн йышăнать‚ Атăлçи федераллă округра - тӑваттӑмӗш. Пушкӑртстан Сывлăх сыхлав министерствин проекчӗпе килĕшÿллĕн 2021 çул вĕçĕ тĕлне регионта вилекенсен шутне 14,1% чакарма палăртать.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас