2020 çулта Пушкăртстанра 120 фельдшерпа акушер пункчĕ тата тухтăр амбулаторийĕ хута янă. Планпа килĕшÿллĕн кăçал тата 66 ФАП уçма палăртаççĕ. Регионти сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин каласа панă тăрăх‚ иртнĕ çулхине аукционсенче укçа перекетленипе республикăра хушма 9 ФАП хăпартнă.
Çавăн пекех 2021 çулта Бирскпа Чекмагушра ача-пăча тата аслисен поликлиникисене хута яма палăртаççĕ. Ĕпхÿри Дема больници çумĕнче поликлиника хăпартассипе çыхăннă строительство ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Çитес вăхăтра çакăн йышши çĕнĕ учрежденисене Баймакпа Месягутовăра хăпартĕç.
Кăçал республикăри 42 поликлиникăна тĕпрен юсама палăртаççĕ. Унсăр пуçне пирвайхи пулăшу паракан 67 учреждени валли çĕнĕ медицина оборудованийĕ тата 77 васкавлă пулăшу машини туянĕç.
- Эпир çулсерен 100 ФАПран кая мар хăпартма палăртнăччĕ. Анчах пандемипе çыхăннă лару-тăрăва пула кăçалхи плансене тÿрлетме тиврĕ‚ – тенĕ ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров. – Çитес çулсенче палăртнине туллин калăпăшпа пурнăçлăпăр. Пирĕн тĕллев – 2024 çул тĕлне 450 ФАП хăпартасси. Республикăра пурăнакансем çак ĕçе ырласа йышăнаççĕ.