Пур хыпар та
Новости
19 Мартӑн 2021, 16:55

Хуласем таврашĕнче «Орлан» поезд çÿреме пуçлĕ

Апрель уйăхĕн 2-мĕшĕнчен республикăри хуласем таврашĕнче «Орлан» çĕнĕ поезд çÿреме пуçлĕ. Вăл Ĕпхÿ-Çтерлĕ-Салават-Мелеуз-Кумертау маршрутпа çÿрекенсене ăшшăн йышăнĕ.

Апрель уйăхĕн 2-мĕшĕнчен республикăри хуласем таврашĕнче «Орлан» çĕнĕ поезд çÿреме пуçлĕ. Вăл Ĕпхÿ-Çтерлĕ-Салават-Мелеуз-Кумертау маршрутпа çÿрекенсене ăшшăн йышăнĕ.
Пушкăртстанри Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ асăннă маршрутпа икĕ вагонлă «Орлан» РА-3 рельслă автобус çÿрĕ.
Опытпа эксперимент çул çÿревĕ çул çинчи вăхăта икĕ хут‚ 3 сехет те 50 минут‚ перекетленине кăтартса панă.
2020 çулхи декабрь уйăхĕнчех хуласем таврашĕнче хăвăрт çÿрекен поезда çула кăларассипе çыхăннă ĕçе тытăннă. Чăн малтан çĕнĕ маршрутсене 2021 çулхи май уйăхĕнче çеç уçма палăртнă.
Ведомство пĕлтернĕ тăрăх‚ çул çÿревĕн вăхăтне 3 сехет те 20 минута çитерме палăртаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас