Пур хыпар та
Новости
19 Мартӑн 2021, 14:15

Икĕ хĕрарăм 100 пин тенкĕ ытла укçа вăрланă

Нефтекамск хулинчи полици уйрăмне 92 çулхи кинемее çаратни çинчен хыпар килсе çитнĕ.

Нефтекамск хулинчи полици уйрăмне 92 çулхи кинемее çаратни çинчен хыпар килсе çитнĕ. Инкек курнă ватă çын сăмахĕсем тăрăх‚ кăнтăр кунĕнче унăн хваттерне икĕ хĕрарăм килнĕ. Вĕсем социаллă ĕçченсем пулнине‚ кинемей пурнăçĕн лару-тăрăвне тĕрĕслеме килнине пĕлтернĕ.
- Хĕрарăмсенчен пĕри кил хуçипе кухньăра тăрмашнă вăхăтра тепри кÿршĕ пÿлĕмре пулнă‚ – тенĕ Раççей ШĔМ Нефтекамск хулинчи уйрăмĕн следователĕ Марианна Даутова лейтенант. – «Социаллă ĕçченсем» тухса кайнă хыççăн кинемейпе унăн тăванĕсем 126 пин тенкĕ укçа çухалнине асăрханă.
Укçа вăрланине шута илсе уголовлă ĕç пуçарнă.
Республикăри Шалти ĕçсен министерстви регионта пурăнакансене палламан çынсемпе çыхăнăва кĕнĕ чух асăрхануллă пулма чĕнсе калать. Çакна ватă кÿршĕсемпе тăвансене астутарса тăмалла.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас