Пур хыпар та
Новости
19 Мартӑн 2021, 10:55

«КиВиН – 2021» фестивале Пушкăртстанри 11 команда хутшăннă

Март уйăхĕн 11-22-мĕшĕсенче Сочи хулинче «КиВиН-2021» КВН командисен йăлана кĕнĕ хĕллехи Пĕтĕм тĕнчери фестиваль иртет. Ку - «КиВиН» КВН командисен 32-мĕш фестивалĕ.

Март уйăхĕн 11-22-мĕшĕсенче Сочи хулинче «КиВиН-2021» КВН командисен йăлана кĕнĕ хĕллехи Пĕтĕм тĕнчери фестиваль иртет. Ку - «КиВиН» КВН командисен 32-мĕш фестивалĕ.
Кăçалхи вăййа Пушкăртстанри командăсем те хутшăнаççĕ. Хĕллехи фестивальте республика чысне 11 команда хÿтĕлеççĕ: «Лица Республики» (Ĕпхÿ хули), « Особое мнение» (РФ ШĔМĕн Ĕпхÿри юридици институчĕ), «Конфиденцальность» (Ĕпхÿ хули), «Элемент 88» (Ĕпхÿри нефтьпе техника университечĕ), «Почти» (Ĕпхÿри нефтьпе техника университечĕ), М.Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх педагогика университечĕн пĕрлешÿллĕ команди (Ĕпхÿ хули), «Чат в Вотсапе» (Ĕпхÿ хули), Ĕпхÿ хулинчи хĕрарăмсен пĕрлешÿллĕ команди (Ĕпхÿ хули), «Пилигрим» (Пушкăртстан), Артхаус (Ĕпхÿ хули), «Коллеги» (Башнефть-Переработка, Ĕпхÿ хули).
Фестивалĕн пĕрремĕш турĕ (унта пурĕ 300 команда хутшăннă) вĕçленнĕ ĕнтĕ. Иккĕмĕш турта телевиденинчи вăйăсене лекессишĕн «Лица республики» (Ĕпхÿ хули) тата «Особое мнение» ( РФ ШĔМĕн Ĕпхÿри юридици институчĕ) ăмăртаççĕ. Вăл март уйăхĕн 19-20-мĕшĕсенче иртет.
Республикăри виçĕ команда - Ĕпхÿ хулинчи хĕрарăмсен пĕрлешÿллĕ команди (Ĕпхÿ хули), М.Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх педагогика университечĕн пĕрлешÿллĕ команди (Ĕпхÿ хули), Артхауз (Ĕпхÿ хули) - лайăххисен рейтинг таблицине кĕнĕ.
Чи лайăх номерсем телевиденинчи КВН лигисен çĕнĕ сезонне лекĕç. Фестивальте командăсем хăйсен пултарулăхне çеç кăтармĕç, мастер-классемпе тренингсене те çÿрĕç.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас