Пур хыпар та
Новости
22 Мартӑн 2021, 12:30

Кумертау хулинче «хĕрлĕ автан» алхаснă

Март уйăхĕн 21-мĕшĕнче Кумертау хулинче Зеленая урамĕнчи çуртсенчен пĕринче пушар тухнă.

Март уйăхĕн 21-мĕшĕнче Кумертау хулинче Зеленая урамĕнчи çуртсенчен пĕринче пушар тухнă. Пушкăртстанри Инкеклĕ ĕçсен министерствин хăтаруçисем вырăна килсе çитнĕ‚ вут-çулăм йывăç çурта (ун çумĕнче хуçисем кирпĕчрен веранда хăпартнă) ярса илнине палăртнă. Çумри кил-çуртсене те вут хыпса илес хăрушлăх пысăк пулнă.
- Пушар хăрушлăхĕ çÿллĕ шайра пулнине пăхмасăр пушарçăсем ăна вăхăтлă сÿнтернĕ. Вут-çулăм йывăç çурта‚ веранда стенисемпе тăррине сиен кÿнĕ. Телее‚ çурт кĕле çаврăнман. Пушар тухнă çуртра 2021 çулăн пуçламăшĕнче пушара маларах сиситерекен прибор (нумай ачаллă çемьесене çăмăллăх программи шайĕнче параççĕ) вырнаçтарнă пулнă. Вăл хăйĕн ĕçне - вăхăтра сас панă - пурнăçланă. Телее‚ пушарта шар курнисем пулман‚ – тенĕ ПР Инкеклĕ ĕçсен министерствин пресс-службинче.
«Хĕрлĕ автана» тĕп тума ултă техника тата 20 çын хутшăннă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас