Туймазăра 11 класра вĕренекен Артур Хазиев шкула çÿреме электровелосипед пухнă. Тубанкуль ялĕнчен Туймазăри 8№ шкула çитме 40 минут утмалла. Пĕлÿ çуртне скутерпа е мотоциклпа çÿреме арçын ачан водитель удостоверенийĕ пулман. Унсăр пуçне каччă техника пухма юратнă. Виçĕ çул каялла Артур кивĕ велосипедсенчен çăк турттармалли виçĕ кустăрмаллă велосипед тунă. Хальхинче палăртнине пурнăçа кĕртес тесе шкул ачи интернетра ĕç валли кирлĕ информацие тĕпченĕ‚ запас пайсем сутакансене шыраса тупнă‚ çĕнĕ хуçлатмалли велосипед туяннă. Ăна çĕнетме кирлĕ детальсем заказ тунă. Çамрăк каччă асăннă транспортпа пĕр сехетре 40-45 çухрăм кайма палăртнă.
Артур Хазиев электровелосипеда çапла хак панă: электромотор - чĕре‚ контроллер - пуç мимми‚ аккумулятор - апат.
- Эпĕ хамăн кăтартупа кăмăллă. – тенĕ Артур. – Пилĕк уйăх хушшинче (çулталăкăн ăшă вăхăтĕнче) велосипеда зарядлама 100 тенке яхăн укçа тăкакланчĕ. Вăл 220 вольтлă сетьрен вăй-хăват илет. Транспорта пысăк тимлĕх уйăрма кирлĕ мар. Хăш чухне çеç велосипед сăнчăрне çупа сĕрмелле. Паллах‚ хатĕр электровелосипед туянма пулатчĕ. Анчах‚ хамăн алăпа пуçтарасси интереслĕрех те‚ йÿнерех те. Унсăр пуçне пĕр-пĕр деталь вансан‚ хамах улăштарма пултаратăп.
Артур электровелосипед пухнă май наукăпа тĕпчев ĕçĕ те çырнă. 2020 çулта асăннă ĕçе Ĕпхÿри нефтьпе техника университетĕнче иртнĕ халăхсен хушшинчи наукăпа практика конференцинче тивĕçлĕ хак панă. Кăçал каччăн пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсем тытмалли‚ пĕр-пĕр университет суйласа илмелли вăхăт. Тен‚ вăл техникăпа çыхăннă аслă шкула вĕренме кĕрĕ. Унта вăл хăйĕн тепĕр ĕмĕтне‚ электромобиль пухасси‚ пурнăçлĕ те.