Пур хыпар та
Новости
23 Мартӑн 2021, 16:05

Апат-çимĕç хакĕсем ÿснĕ

Пушкăрстанра иртнĕ çулхи февраль уйăхĕпе танлаштарсан продовольстви таварĕсен хакĕсем 8% ÿснĕ. Çакă тĕнчери тĕп продовольстви таварĕсен хакĕсем ÿснипе тата республикăра ял хуçалăх продукцийĕн калăпăшĕ чакнипе çыхăннă тесе регионти Наци банкĕнче ăнлантарса панă.

Питĕрех аш-какай хакĕ ÿснĕ. Çак пулăма тыррăн туяну хакĕсем ÿснипе çыхăнтараççĕ. Çавна пула комбикорм хакĕсем ÿснĕ. Иртнĕ çулхи тымар-çимĕçсен пахалăхĕ лайăх пулманнипе тата начар упраннипе çĕр улми, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, сухан хакĕсем ÿсеççĕ. Çав вăхăтрах вырăнти теплица хуçалăхĕсем рынока хăйсен продукцине ытларах тăратнипе чĕрĕ хăярпа помидор хакĕсем йÿнелнĕ.
Апат-çимĕç хаклăланнипе столовăйсемпе кафесенче те хаксем ÿснĕ.
РФ Правительстви тата ял-хуçалăх производительсемпе суту-илÿ организацийĕсен хушшинче килĕшÿ тунипе сахăрпа тип çу хакĕсем ÿсме чарăннă.
Пушкăртстанра çулталăк инфляцийĕ 5,4 процентпа танлашнă, çăмăллăхсен хакĕсем 2,7 процента чакнă, продовольстви таварĕсен шутне кĕмен япаласен хакĕсен ÿсĕмĕ иртнĕ уйăхра 4,6 процентпа тÿр килнĕ.
Читайте нас