Новости
23 Марта 2021, 10:15

Вăрман пушарĕсене сÿнтермелли техникăн пĕрремĕш партийĕ килсе çитнĕ

Пушкăртстана пушар сÿнтермелли çĕнĕ техникăн пĕрремĕш партийĕ килсе çитнĕ тесе пĕлтернĕ республикăри Ял хуçалăх министерствин пресс-служби.Республика «Экологи» наци проекчĕ шайĕнче вăрмансене сыхласа хăварассипе çыхăннă проектпа килĕшÿллĕн пушар сÿнтермелли виçĕ техника‚ шассиллĕ УАЗ‚ илме тивĕçнĕ.

Пушкăртстана пушар сÿнтермелли çĕнĕ техникăн пĕрремĕш партийĕ килсе çитнĕ тесе пĕлтернĕ республикăри Ял хуçалăх министерствин пресс-служби.
Республика «Экологи» наци проекчĕ шайĕнче вăрмансене сыхласа хăварассипе çыхăннă проектпа килĕшÿллĕн пушар сÿнтермелли виçĕ техника‚ шассиллĕ УАЗ‚ илме тивĕçнĕ.
Ятарлă техникăн çĕнĕ партине Пушкăртстанри Вăрман пушарне сÿнтермелли центра уйăрса панă.
Кăçал регионта «Вăрмансене сыхласси» проекта пурнăçа кĕртме 162 млн ытла тенкĕ уйăрма палăртаççĕ. Вĕсенчен 37 млн тенкипе вăрмансене пушарсенчен упрассипе çыхăннă мероприятисен комплексне ирттерме ятарлă техникăпа оборудовани туянĕç.
Маларах пĕлтернĕ тăрăх‚ иртнĕ çулхине республикăри вăрман фончĕн территорийĕнче 3726 гектар çĕр лаптăкĕ çинче 165 пушар тухнă. 165 пушартан 136-не вăхăтлă сÿнтернĕ.
Астутаратпăр‚ 2020 çул вĕçĕнче Владимир Путин «ландшафт пушарĕ» ăнлава çирĕплетекен саккуна алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн регионсен полномочийĕсене анлăлатнă. Малашне «ландшафт пушарне» вĕсем хăйсемех сÿнтерме пултараççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас