ПР Сывлăх сыхлав министерстви палăртнă тăрăх, çĕнĕ оборудованипе тивĕçтересси «Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешесси» регионти проект витĕмпе пурнăçа кĕнĕ.
- Больницăна илсе килнĕ çĕнĕ аппаратсем нумай режимлă. Вĕсем ачасене те, аслисене те пулăшма май параççĕ. Пур аппарата та хута янă, - пĕлтернĕ ведомствăн пресс-службинче.
Пысăк масштаблă «Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешесси» проект витĕмĕпе республикăна 16,6 млн тенкĕлĕх ÿпкене искусствăллă майпа сывлаттармалли аппарат илсе килнĕ.
Надежда РОДИОНОВА.