Çакăн пек кăтартусене ПР Ял хуçалăх консультаци центрĕ илсе кăтартать. Ку иртнĕ çулхипе танлаштарсан 8,7 тонна нумайрах.
Кăтартусене ÿстерме сĕт-çу паракан выльăх ĕрчетессипе çыхăннă инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртекен районсем пулăшаççĕ. Сăмахран, «Северная Нива Башкирия» сĕт-çу комплексне хута янă Ермеккей районĕнче кăçал иртнĕ çулхинчен 2,8 тонна, Илиш районĕнче («Урожай» ООО тата «Куйбышев» СП) 2,2 тонна нумайрах сĕт туса илнĕ.