Пишпÿлекри тĕп вулавăшра çамрăк блогерсен студине официаллă лару-тăрура уçнă. Асăннă студи Пушкăртстан Республикин Граждан обществисене пулăшу паракан фонд тăрăшнипе йĕркеленнĕ. Мероприятие блогер пĕрлешĕвне йĕркелесе яракан‚ ăна аталантаракан‚ профессионализм тĕлĕшĕнчен çÿллĕ шая çĕклекен‚ пĕр çулхи тус-юлташĕсене хăйсен опычĕпе паллаштаракан шкул ачисем - пулас блогерсем хутшăннă. Вĕсен тĕп тĕллевĕ – чăваш халăхĕн историпе паянхи кун-çулĕ çинчен чăвашла‚ пуриншĕн те ăнланмалла видеоролик ÿкересси. Унтан вĕсене социаллă сетьсенче йĕркеленĕ аккаунтсене тăратмалла. Кунта республикăн ытти хулисемпе районĕсенчи ачасем те хутшăнĕç. Вĕсем ахаль çырăнуçă кăна мар‚ çĕнĕ роликсен авторĕсем те пулма пултарĕç.
Студие уçассипе çыхăннă церемонине социаллă ыйтусемпе тата кадрсемпе ĕçлекен вырăнти администраци пуçлăхĕн çумĕ Алексей Данилов‚ культура‚ çамрăксен политикин‚ спорт тата ытти обществăлла пĕрлешÿсемпе çыхăну тытакан пайĕн начальникĕ Елена Арефьева‚ «Вектор» çамрăксен центрĕн ертÿçи Алена Семенова‚ асăннă проект авторĕ тата Пишпÿлекри тĕп вулавăш директорĕ Елена Ганиева тата паллă ертÿçĕ‚ блогер‚ анлă сарăлнă хитсемпе юрăсен авторĕ Ильяс Батыргариев юрăçă килсе çитнĕ. Студи хăйĕн ĕçне пуçарса ярас умĕнхи тÿрилккене çапса çĕмĕрме Алексей Даниловпа Алена Ганиевана ирĕк панă. Проект ертÿçи тата унăн авторĕ Елена Ганиева блогер пĕрлешĕвĕ режиссер ăсталăхне алла илме пулăшнисĕр пуçне‚ ачасене чăвашла тĕрĕс калаçма‚ çырма тата вулама вĕрентессине те палăртнă. ПР Граждан обществисене пулăшу паракан фонд вăйĕпе чăвашла пичетленсе тухнă çĕнĕ илемлĕ литература‚ видеомонтаж тумалли компьютер‚ сматфон‚ штатив‚ микрофон тата ыттине те туяннă. Пĕр сăмахпа каласан‚ блогер ĕçне илсе пыма пурте çителĕклĕ.
Мероприятийĕн официаллă пайĕ хыççăн Ильяс Батыргариев ачасем валли блогер ÿнерĕ енĕпе мастер-класс йĕркеленĕ. Çамрăк блогерсем анлă сарăлнă социаллă сетьсенчи ĕçĕн йĕркипе паллашнă‚ видеоролик ÿкернĕ‚ ăна монтажланă‚ студийĕн соцсетьсенчи ушкăнĕсене тăратнă. Паянхи кун тĕлне Instagram‚ ТикТок‚ ВКонта́кте тата Ютубра «Чăваш блогĕ» ĕçлет. Мастер-класс вăхăчĕ пĕр сисĕнмесĕр иртнĕ. Пулас блогерсем кăмăллă юлнă. Халĕ вĕсем хăйсен шухăшĕсене пурнăçа кĕртме пултараççĕ.