Пушкăртстанра шыв хĕрринче канмалли 485 вырăн. Анчах вĕсенчен 90-че çеç шыва кĕмелли ятарлă вырăн йĕркеленĕ. Ыттисем «тискер» шутланаççĕ. Вĕсенче çулсерен çынсем путаççĕ. Сăмахран‚ 2020 çулта республикăра шыва кĕме юраман вырăнсенче 95 çын вилнĕ. Çак кăтартăва «Шывсенче çăласси» регионти обществăлла организаци илсе кăтартнă.
Çу кунĕсем çывхарнă тĕле Пушкăртстанра «Халăх тĕрĕслевĕ» проект шайĕнче мониторинг ирттерме палăртаççĕ. Унтан «Шывсенче çăласси» обществăлла организаципе пĕрле çул-йĕр карттине хатĕрлĕç.
- Пирĕн организацине 150 çул. 10 çул каялла регион шайĕнчи уйрăм уçăлчĕ. 2012 çулта эпир Ĕпхÿ хулинче вĕрентÿ центрĕ уçрăмăр. Унта хăтаруçă-матроссене‚ водолазсене хатĕрлеççĕ. Шăп та лăп пирĕн хăтаруçăсем республикăри шыв объекчĕсене тимлеççĕ‚ – тенĕ организаци председателĕ Борис Махов.