Новости
26 Марта 2021, 10:35

Çар парачĕсем 28 хулара иртĕç

Çĕнтерÿ кунне халалланă çар парачĕсем май уйăхĕн 9-мĕшĕнче Раççейĕн 28 хулинче иртĕç. Вĕсене 47 пине яхăн çын‚ 1‚6 пин единица çар техники тата 200 сывлăш карапĕ хутшăнĕ тесе пĕлтернĕ РФ Хÿтĕлев министерствин пуçлăхĕ Сергей Шойгу.

Министр палăртнă тăрăх‚ Мускаври Хĕрлĕ площадьре иртекен мероприятие хатĕрленесси тивĕçлĕ шайра пырать. Раççейĕн тĕп хулинче иртекен парада 12‚5 пин çынна явăçтарĕç.
Пушкăртстанра ПР Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Çĕнтерÿ кунне халалласа тĕрлĕ мероприятисем йĕркелĕç. Çав шутра çар çыннисен парачĕ‚ «Вилĕмсĕр полк» акци‚ уяв концерчĕсем тата ытти те. Вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене кăшăлвирусран сыхланмалли мерăсене пăхăнса чыслĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас