ПР Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн информацийĕ тăрăх, «МАЗ» грузовик рулĕ умĕнче ларакан 53 çулхи Ĕпхÿ арçынни çул хĕресленнĕ вырăнта сулахай енне пăрăннă чух хирĕç килекен Skoda Octavia çăмăл машинăна ирттерсе яман. Skoda Octavia рулĕ умĕнче Николаевка ялĕнче пурăнакан 59 çулхи арçын ларнă. Аварире çăмăл машинăри 33 çулхи хĕрарăм пассажир тĕрлĕ шайлă сурансем туяннă. Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн сотрудникĕсем инкекле ĕçе уçăмлатаççĕ.