Новости
29 Мартӑн 2021, 07:30

Ÿсĕр водитель 63 çулхи велосипедиста çапса хăварнă

Иглин районĕнче март уйăхĕн 28-мĕшĕнче‚ каçхине‚ Иглино - Красный Восход автоçулăн 24 çухрăмĕнче пулса иртнĕ çул-йĕр инкекĕнче çын вилнĕ. ПР ГИБДД даннăйĕсем тăрăх‚ «Лада Гранта» рульне тытса пыракан 26 çулхи çамрăк хирĕçле килекен 63 çулхи велосипедиста çапса хăварнă.

Аварире ватă çын вăйлă суранланнă. Çав сăлтавпах васкавлă пулăшу килсе çитиччен вăл ĕмĕрлĕхех çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
«Лада» водителĕ ÿсĕр пулни паллă. Унăн юнĕнче 1‚032 промилле алкоголь тупса палăртнă. ГИБДД ĕçченĕсем тĕрĕслевсем ирттерме пуçланă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас