Раççейре апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисене индексацилĕç. Çулленхи ÿсĕм 3,4 процентпа танлашĕ. Çак хыпар март уйăхĕн 26-мĕшĕнче Правительство сайтĕнче тухнă.
«Индексацин калăпăшне пенсионерăн иртнĕ икĕ çулхи пурăнмалли минимум шайне шута илсе шутласа кăларĕç. Ăна ирттернĕ хыççăн социаллă пенсин вăтам калăпăшĕ 10 183 тенкĕпе танлашĕ.
Асăннă тĕллевсене пурнăçлама Раççей Пенси фончĕн бюджетĕнчен 12,8 млрд тенкĕ уйăрĕç. 3,9 млн çыннăн социаллă пенсине индексацилĕç.
Астутаратпăр, страхлав пенси валли çирĕплетнĕ стаж тултарманнисем социаллă пенсие тивĕçме пултараççĕ. Çавăн пекех асăннă тÿлевсене сусăрсене тата çемьене тăрантакана çухатнисене уйăрĕç.
Республикăри Раççей Пенси фончĕн уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ÿстернĕ пенсие 98 640 çын илме тытăнĕ. Çак ĕç валли кашни уйăхра 35 млн тенкĕ уйăрмалла пулĕ.