Пур хыпар та
Новости
30 Мартӑн 2021, 15:05

Фольклориада валли - çĕнĕ лапам

Аскин ялĕнчи Культура керменне Пĕтĕм тĕнчери фольклориада тĕлне юсаса çĕнетĕç. Унсăр пуçне вăл мероприятисем ирттермелли тĕп лапамсенчен пĕри пулса тăрĕ. Çак кунсенче республика пуçлăхĕ Радий Хабиров унти юсав ĕçĕсене вăраха тăсмасăр вĕçлеме ыйтса хушу панă.

- Аскин районĕнчи пысăк Культура керменĕ чылай вăхăт ĕçсĕр ларчĕ. Пĕрле тăрăшнипе тĕп юсав ĕçĕсен ытларах пайне пурнăçланă. Анчах пуçланă ĕçе вĕçне çитерме укçа-тенкĕ çитмест. Ăçта тупма пултарассине шухăшлăпăр. Сцена пайне тума тата оборудовани туянма çеç укçа çитмест. Çапах та Культура керменĕ фольклориада тĕлне хатĕр пулмалла‚ - тенĕ Радий Хабиров правительство вице-премьерне‚ укçа-тенкĕ тата культура министрĕсене чĕнсе каланă май.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас