Пушкăртстанри Çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствинче (Министерство земельных и имущественных отношений) хула тата район комитечĕсен 122 ĕçченне ĕçрен кăларнă. Пур комитетсем те тĕп аппарата хутшăнаççĕ. Ведомство «цифра реформине» пурнăçлать: иртнĕ çул республикăра Çĕр саккунне тÿрлетÿсем кĕртнĕ. Çĕр лаптăкĕ ыйтмалли тата çĕрпе çыхăннă ытти ĕçе электронлă формата куçарнă. Патшалăх çăмăллăхĕсен ытларах пайне халĕ сайтра та тупса пулать, çак ĕçе апрель уйăхĕнче вĕçлеме палăртаççĕ. Реформăн тĕп тĕллевĕсем – документсен çаврăнăшне ансат та витĕр курăнмалла тăвасси, коррупцие чакарасси.