Вăрçă ачисен шутне 1927 çулхи июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи сентябрь уйăхĕн 3-мĕшĕччен çуралнă, республика территоринче ялан пурăнакан граждансем кĕреççĕ. Урăхла каласан, çав ушкăна вăрçă вăхăтĕнче çуралнисем тата вăл пуçланнă тĕле 14 çул тултарман ачасем кĕреççĕ. Вĕсем пĕр хутчен парăнакан тÿлеве тивĕçĕç, патшалăх гарантин программине кĕрекен медицина çăмăллăхĕсемпе черетсĕр усă курма тата социаллă пулăшу паракан стационарлă организацисен путевкисене илме пултарĕç.
Асăннă ĕçе пурнăçлама укçа-тенке республика бюджетĕнчен уйăрĕç. Пĕр хутчен парăнакан тÿлев калăпăшне Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе çирĕплетĕç.
Вăрçă ачисене ятарлă удостоверенисем парĕç. Паянхи кун Пушкăртстан территоринче ача чухне вăрçă терт-нуши курнă 189 пин те 155 çын пурăнать.
Инга АЛЕКСЕЕВА.